Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Василий Эрченеш

Василий Эрченеш (чӑн ячӗ Спиридонов Василий Никифорович) — чӑваш сӑвӑҫи. 1922 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1974 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Пурнӑҫӗ

Хӗрлӗ Чутайри шкулта, Канашри педагогика училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (вӑрҫӑ хыҫҫӑн) аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑн иккӗмӗш степенлӗ орденӗпе тата «За отвагу» медальпе чысланӑ.

Нумай вӑхӑт хушши Паньтӑкри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ, директор ҫумӗ тата директор пулса ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Пӗрремеш сӑввисем вӑрҫӑчченех кун ҫути курнӑ. Вӗсене «Пионер сасси» хаҫатра пичетленӗ. Василий Эрченеш ҫавӑн пекех юптарусем те хайланӑ.

2016 ҫулта «Аслатиллӗ ҫумӑр витӗр» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта поэтӑн сӑввисем тата «Иккӗмӗш тӗлпулу» калав кӗнӗ.

Ҫавӑн пекех кӗвӗҫӗсем унӑн «Эсӗ иртрӗн» (Аверий Токарев), «Юрату хавхалантарать» тата ытти сӑввисемпе юрӑсем хайланӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вуламалли

  • А. Замуткина. Эрченеш, Типчак - фронтовик-ҫыравҫӑсем // Пирӗн пурнӑҫ. — 2005, пуш, 23. — 3 с.


 
Категорисем: Василий Эрченеш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-05-25 11:08:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3223 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем